Чăваш тĕррин кунĕ

Чăваш тĕррин кунĕ

Çулленех чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн республикăра Чăваш тĕррин кунне паллă тăваççĕ.Тӗрӗ–халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Вӑл тӗнче культурин эткерлӗхӗн пӗр пайӗ шутланать. Тӗрӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне, унӑн шалта пытаннӑ кӑмӑлне, тӗнче курӑмне уҫса парать. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ тутăри-и вӑл е кӗпе-и – кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур.

Чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çатракасси шкулĕнчи 3-мĕш класра вĕренекенсем „Чăваш тĕррине упраса хăварас” ыйту тавра калаçрĕç.Чи малтанах ачасем чăваш тĕррине мĕнле тĕслĕ çипсемпе усă курса тĕрленине, кашни тĕс мĕне пĕлтернине итлесе пĕлчĕç. Тĕррĕн уйрăмлăхĕсемпе паллашрĕç,хутран касса кăларнă хĕр ачан кĕпине чăваш эрешĕсемпе илемлетрĕç. Ĕмĕрсем иртсен те чăваш тĕррин илемлĕхĕ çухалманнине ăнланчĕç. Ĕлĕкхи тĕрĕсем пире халĕ те куçа илĕртнине туйса илчĕç.
Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, кашни çĕвве, эреше сыхласа хăварас тесе тăрăшмалла, хамăрăн асаннесенчен, кукамайсенчен, аннесенчен тĕслĕх илсе чăваш тĕррине малалла аталантармалла.